Июлĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Тинĕс çар флочĕн ветеранĕсем професси уявне паллă турĕç. Уявăн тĕп пайĕ Патăрьелĕнчи "Арбат" лапамĕнче, Тинĕс çар флочĕн ветеранĕсене хисеплесе лартнă палăк умĕнче, иртрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çар морякĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе, район пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав турĕ, малашнехи пурнăçра та ырă йăла-йĕркене малалла тăсса пыма ăнăçу сунчĕ. Тинĕс çар флочĕн ветеранĕсене çавăн пекех Патăрьел ял администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, районти "Морское братство-союз моряков" обществăлла организацин председателĕ Анатолий Казенов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ Петр Иванов, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков уяв ячĕпе саламларĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ВМФ ветеранĕсем Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ храмра Николай Марков (вăл та Тинĕс çар флочĕн ветеранĕ) протоиерей ирттернĕ уяв молебенне итлерĕç. Юлашкинчен çак ялти Валерий Салминăн музей-çуртне çитсе курчĕç. (Хамăр корр.). Спорт Разв. массового спорта Çĕнтерỹçĕ - Патăрьелĕнчен Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче шахматла выляс енĕпе ăмăрту иртнĕ. Ăна районти шахмат федерацийĕн ертỹçи Р.Сафиуллов йĕркеленĕ. Турнира Патăрьел, Вăрнар, Тутарстанри Çĕпрел районĕсен, Пăва хулин шахмат ăстисем хутшăннă. Пĕрин хыççăн теприне парăнтарса Патăрьелĕнчи Николай Гранатский çĕнтерỹçĕ пулнă. Ăмăртăва йĕркелеме "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А.Краснов, "Урожай" спорт обществин районти канашĕ (председателĕ В.Львов), темиçе хутчен район чемпионĕ пулнă Р.Якупов, Т.Абянов предприниматель, районти шашка федерацийĕн председателĕ Н.Федоров пулăшнă. Мала тухнисем Хисеп хучĕсемпе медальсене, парнесене тивĕçнĕ.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |