Асăрханулăха хавшатма иртерех

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 10:11 Просмотров: 171

ÇАНТАЛĂК кĕр еннелле сулăнни сисĕнет пулин те, кỹлĕре шыва кĕнĕ чухне, вăрманта вут-кăвартан тимлĕ пулмалли пирки асăрханулăха хавшатма иртерех-ха. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин шыв объекчĕсенче çынсем хăйсене мĕнле тытмалли пирки тепĕр хут аса илтерет. Чăн малтанах шыва ỹсĕрле тата пĕлмен вырăнта кĕме юрамасть. Çак йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Аякка ишсе кĕни, нумай вăхăт шывра пулни те хăрушлăхпах çыхăннă. Вăй пĕтме, шăнăр турса илме пултарать. Çул çитмен ачасене те хăйсем тĕллĕн кỹлĕ хĕррине ямалла мар, вĕсем ишнĕ чухне сăнасах тăмалла. Кăçал республикăра ку таранччен 27 çын шывра путса вилнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ - ачасем. Çак кунсенче Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан пĕр арçын пулă тытнă чухне шывран тухайман. Пулăçсен те шыв хĕрринче питĕ асăрханмалла. Çапах та ваттисем шывран вут пек, вутран шыв пек хăрама хушнине пурнăçра çирĕп пăхăнни инкек-синкеке сирме пулăшĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика