ХАЛЬХИ вăхăтра ялсенче ир пуçласа мĕн каçченех ĕç шавĕ тăрать. Çĕр ĕçченĕ акса-лартса çитĕнтернĕ пахча çимĕçе пуçтарса кĕртет. Туçа ял тăрăхĕ сухан-севок туса илес тĕлĕшпе чылай опыт пуçтарнă темелле. Çак культурăпа "Гвардеец" колхоз çур ĕмĕр каяллах ĕçлеме пикеннĕ. Паян район "бренчĕ" шутланакан продукцие килĕрен тенĕ евĕр çитĕнтереççĕ. Халăхра "шурă ылтăн" тесе хак паракан çимĕçе темиçешер гектарта акса туса илекенсем çынсемпе вăхăтлăх килĕшỹ туса укçалла ĕçлеттереççĕ. Çав вăхăтрах пай анисенче нимелле, пĕр-пĕрне пулăшмалла тăрăшакансем те пур. Туçари Çамрăксен урамĕнче пурăнакан çемьесем (пурте тивĕçлĕ канăва тухнă мăшăрсем) тахçантанпах пыракан ниме йĕркипе нумай çул ĕнтĕ тухăçлă усă кураççĕ. Пĕрлехи вăйпа ĕçлеме те, канма та кăмăллине палăртаççĕ. Ытти ĕçе те ушкăнпа кар тăрса пурнăçлаççĕ çак урамра пурăнакансем.
Ноябрь 2024 |