Кристина Майнина: База станцийĕсем сывлăхшăн сиенлĕ мар

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 10:11 Просмотров: 181

Ĕнер, июлĕн 29-мĕшĕнче, ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина, ПАО "Ростелеком" Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕ Евгений Макагонов, республикăри Роскомнадзор тата Роспотребнадзор представителĕсем пирĕн районта пулчĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасем малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулчĕç цифра, çыхăну аталанăвĕ пирки калаçăва çивĕчлетрĕç. Юлашки çулсенче пирĕн пурнăçа çĕнĕрен те çĕнĕ технологисем кĕрсе пыраççĕ. Паян эпир пин-пин çухрăмра аякра пурăнакан тăванпа е пĕлĕшпе калаçма, тухтăр патне компьютер урлă çырăнма, ытти ĕçе пурнăçлама та телефон çăмăллăхĕпе, социаллă сетьпе анлăн усă куратпăр. Анчах та аякри ялсенче пурăнакансем "Интернет" сечĕ япăх ĕçленĕ пирки пăшăрханнине те йышăнмалла. Çак йывăрлăха сирме хальхи вăхăтра федераци тата регион шайĕнчи проектсем пур. Вĕсен шутĕнче цифра танмарлăхне пĕтерме йышăннă программа тата "Раççей Федерацийĕн цифра экономики" наци программине кĕрекен "Цифра инфратытăмĕ" регион проекчĕ. Ĕçлĕ ушкăн Нăрваш Шăхаль, Кĕçĕн Арапуç ялĕсенче пулса халăхпа телефон çыхăнăвне вăйлатас тĕлĕшпе база станцийĕсене вырнаçтарас ыйтăва хускатрĕç, ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусене хуравларĕç. Тĕл пулусенче çынсем хăйсен шухăшĕсене уççăн палăртрĕç. Пĕрисем ял варринелле вырнаçтарма тивекен база станцине хирĕçлерĕç, теприсем çак ыйтăва лăпкăн йышăнчĕç. Паллах, влаç представителĕсем çынсен шухăшĕсене тĕплĕн итлерĕç, çакнашкал вышкăсене мĕн тĕллевпе вырнаçтарнине, вĕсем çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулманнине ăнлантарчĕç.

- Паян патшалăх ял инфратытăмне аталантарсси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Интернет çыхăнăвне лайăхлатни, вăйлатни те çак тытăмах кĕрет. Ку тĕлĕшпе тĕрлĕрен программа та пур. Вăл - халăхăн хăтлă пурнăçĕ, ку чухнехи пурнăç палли, цивилизаци,-терĕ Кристина Майнина министр çынсен ыйтăвĕсене хуравланă май.

А. ЕГОРОВА

Василий БАЗМАНКИН, Кĕçĕн Арапуç ялĕ:

- Çĕр çыннăн çĕр тĕрлĕ шухăш, паллах, ку ыйтупа. Ман шутпа, телефон çыхăнăвĕн вышкисене лартса пани пире хальхи вăхăтра пурнăçра питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен паян эпир телефонпа калаçатпăр çеç мар, унпа тĕрлĕрен ĕç те тăватпăр, çамрăксем хăйсен бизнесне те унпах татса пыраççĕ, ачасемпе мăнуксем те Интернетсăр пурăнасшăн мар. Тĕрĕссипе васкавлă пулăшăва вăхăтра чĕнсе илме те телефон шанчăклă ĕçлени пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика