ПАЯН Патăрьел районĕн илемĕ, мăнаçлăхĕ шутланма тивĕçлĕ Пăла юхан шывĕ тасамарланса, унăн çыранĕсем илемсĕрленсе пынă пирки аслă çулхи çынсен пăшăрханăвĕнчен илтме те, социаллă сетьсенче вулама-курма та пулать. Çакă паллах, пурне те пăшăрхантарать. Çакна та çивĕчлетсе хăварас килет. Кирек мĕнле тирпей-илем те хамăрăн ăнланулăхран, культура шайĕ мĕнле пулнинчен килет. Акă, хальхи вăхăтра ял çыннисем пахча çимĕç пуçтараççĕ, анисене, пахчисене тасатса пыраççĕ. Вĕсен каяшне вара тỹрех куçран тасатаççĕ, хăшĕсем Пăла хĕррине кайса тăкаççĕ. Калăн, вăл çỹп-çап тăкмалли "полигон". Ĕмĕртен-ĕмĕре шăнкăртатакан юхан шыв таврашĕ каяш тăкмалли вырăн-ши? Пăлан малашлăхĕшĕн кашнийĕ кар тăмасан вăл типме те, виçесĕр нĕрсĕрленме те пултарать.
Ноябрь 2024 |