Ыранхи кун шанчăклăхĕ хамăртан килет

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 10:28 Просмотров: 194

2021 çулхи августăн 1-30-мĕшĕсенче Раççейре ял хуçалăх микроçыравĕ иртет. Вырсарникун яваплă тапхăр пирĕн районта та пуçланчĕ. Çырав пирки çакна та палăртса хăвармалла. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çыравпа çыхăннă ыйтăмсене хăйсем тĕллĕнех, Росстатăн web системи урлă пурнăçлама пултараççĕ. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансемпе вара ятарлă тум тăхăннă çыравçăсем (переписчиксем) тĕл пулĕç. Вĕсене маларах планшетпа, программăпа мĕнле ĕçлемеллине вĕрентнĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки районти уполномоченнăй Альбина Ахмеева:

- Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 29 çыравçă ĕçе пикенчĕ. Переписчиксем ятарлă кепкăпа, микроçырав символикиллĕ çутă паракан симĕс тĕслĕ жилетпа çỹреççĕ. Вĕсен кашнийĕн çак ĕçе пурнăçлама ирĕк паракан удостоверенипе паспорт та пĕрлех. Çакна та палăртса хăварасшăн. Çыравçăсем ыйтакан кăтартусем нимĕнле налук органне те каймаççĕ, вĕсем статистика валли çеç кирлĕ. Сирĕн хушамата та, адреса та кăтармаççĕ. Çавăнпа та шикленме кирлĕ мар. Пĕр уйăха пыракан çырав çĕр ресурсĕ, ял хуçалăх культурисен, нумай çул ỹсекен ỹсен-тăран лаптăкĕсене, выльăх йышне район, республика, çĕршыв шайĕнче тĕплĕнрех пайăрлатма пулăшĕ. Малтанхи итогсем кăçалах, пĕтĕмлетĕвĕ çитес çул паллă пулĕ. Шанас килет, пирĕн район çыннисем çыравра пысăк хастарлăх кăтартĕç.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика