Çырла сутакан сарпике

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 10:30 Просмотров: 177

- Оксана, пире, нушаллă çынсене, яланхи пекех, Турă хăйĕн пулăшăвĕсĕр хăвармĕ-ха.

- Юрĕ, мĕн те пулин шутласа тупăпăр, - тинех лăпланчĕ аппăшĕ. - Тен, çула май, хамăр ял çыннисем лартса кайĕç. Куншăн вĕсене ыран çырла леçсе парăпăр. Пĕртăвансен чуна ыраттаракан тата куççуле кăларакан пулăмпа çыхăннă калаçăвĕ хăлхана кĕнĕ май, хĕрсене вăтантарас мар тесе, учитель ерипен-ерипен утма пуçларĕ. Ахаль те çăмăл мар шăпаллă хĕр пĕрчисем халĕ йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкни арçын чĕрине такам алăпа тытса чăмăртанăн ыраттарчĕ. "Оксанăн çырлине халех туянатăп, ăна Ваттисен çуртне кĕртсе хăваратăп", - мĕлтлетсе илчĕ пуçра ытарлă шухăш. –

 Салам, хĕрсем! - чĕре ыратăвне пытарса ним пулман пекех калаçрĕ Федор Матвеев.

- Оксана, йăмăку сан пекех илемлĕ вара. - Эпĕ атте сăнĕллĕ теççĕ ялта, - сăмахларĕ Наташа.

- Оксана вара анне евĕрлех.

 - Сирĕн аçăрпа аннĕр те илемлĕ çынсем иккен.

- Шел, атте тахçанах çук пирĕн хушăра - хаш! сывласа илчĕ тĕксĕм çỹçлĕ Наташа. - Эпир Оксанăпа пĕр-икĕ сехет каялла паллашрăмăр ĕнтĕ, сире аннĕр хăйĕн пекех ĕçчен çын пулса çитĕнтернине те пĕлетĕп, - сăмахне малалла тăсрĕ арçын.

- Эпĕ - истори учителĕ, кỹршĕллĕ районтан. Манăн çемье пурнăçĕ - сирĕн аннĕрĕнни евĕрлех. Юратнă мăшăрăм, пуçламăш классен учителĕ пулнăскер, йывăр чире пула ватлăх сукмакĕ çине пусма та ĕлкĕреймерĕ... Çакна илтсен хĕрсем пĕр харăсах ассăн сывласа илчĕç: вунулттăри тата вунпиллĕкри хĕрсем çемье лавне пĕччен туртакан хĕрарăмăн е арçыннăн шăпи мĕнлерех пулнине лайăх ăнланаççĕ.

- Оксана, пĕлетĕн-и, эсĕ çырлуна сутайманни маншăн шăпах вырăнлă пулчĕ темелле, - калаçăва малтанхи йĕрпех лăпкăн чуптарчĕ Федор Гаврилович.

- Çур сехет каялла хамăр райцентрти манпа пĕр çуртра пурăнакан учитель шăнкăравларĕ, хăйĕн çемйи валли тулли витре çĕр çырли туянса килме ыйтрĕ. Вĕсен ывăлĕпе кинĕ паян автомашинăпа Шупашкартан килнĕ те, хĕрарăмсем халĕ варени пĕçерме, компот вĕретме шутлаççĕ. Витри мĕнĕпех туянма сĕнчĕç. Çакна илтсен, ăмăр çанталăкра тỹпере кĕтмен çĕртен хĕвел шевлисем выляма пуçланăн, хĕрсен тĕксĕм сăн-пичĕ тỹрех çуталса илемленчĕ. - Хакĕ ячĕшĕн кăна пултăр ĕнтĕ, - çăмăллăн сывласа ячĕ Оксана.

- Витри те кивĕскер кăна...

- Хуть мĕнле продукцин те пасарти хакĕ пур, хĕрсем, çав шутра - витрен те. Педагог шăлавар кĕсйинчен васкавлăн хура енчĕк кăларчĕ те, Оксанăна ирĕксĕрлесех икĕ пин тенкĕ тыттарччĕ. - Федор Гаврилович, манăн каялла тавăрса памалли...

- Хĕрсем, ним те кирлĕ мар, - аллине каллĕ-маллĕ сулкаларĕ арçын.

 - Тавах сире...

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика