Çырлана туянсан та Федор Гаврилович хĕрсемпе сывпуллашма васкамарĕ: темле курăнман вăй ăна, урисене такам пĕрер пăтлă кире пуканĕсем çыхса хунăн, пĕр вырăнтах тытса тăчĕ. Нушаллă хĕрсен малашнехи - вăтам шкул хыççăнхи пурнăçĕ еплерех пуласси пирки тарăннăн шутлама пуçланă май, вĕсене уççăн калаçтарса профессие тĕрĕс суйласа илме, телей кỹрекен сукмак çине тухма пулăшакан çул-йĕре шыраса тĕпчесси çак самантра уншăн малти вырăна тухса тăчĕ. - Хĕрсем, сирĕн яла автобус миçере каять? - ыйтрĕ педагог.
- Тепĕр икĕ сехетрен юлашки автобус пулать, - çĕнĕ смартфонĕ çине кăмăллăн пăхса илчĕ Наташа.
- Пĕлетĕр-и, манăн хырăм паçăрах выçса çитрĕ, сире манпа пĕрле кафене апатланма чĕнетĕп. Укçине, паллах, хам тỹлетĕп. - Федор Гаврилович, эпир выçă мар...
- Мана, çулланнă учителе, хисеплесе ĕнтĕ.
- Пирĕн валли çĕрулми кукăлĕсемпе чей кăна илĕр эппин, - именсе калаçрĕç пикесем. - Мăн çын çиекен тулли порцисем илĕпĕр, - çирĕппĕн татса каларĕ арçын. Кафери уйрăм пỹлĕмре апатланнă хыççăн Федор Гаврилович салфеткăпа аллине шăлса илчĕ те вăтам шкулта выпускной класа куçнă Оксанăран малашнехи ĕмĕчĕ пирки ыйтса пĕлчĕ.
- Вăтам шкул пĕтерсен Чăваш патшалăх университетне кĕме, унта çитĕннисемпе ĕçлекен психолога вĕренме ĕмĕтленетĕп, - терĕ хĕр.
- Пĕлместĕп, бюджетлă вырăна кĕрейĕп-ши? Тỹлевлĕ майпа вĕренмелле пулсан, анне вăй çитереймĕ...
- Шкулта мĕнлерех вĕренсе пыратăн-ха? - кăсăкланчĕ Федор Гаврилович.
- Математикăпа, физикăпа - "тăваттă" паллăсем, ытти предметсемпе - "пиллĕксем". Наташа та ман евĕрлех вĕренсе пырать.
- Питĕ лайăх. - Федор Гаврилович, пĕлетĕр-и, Оксана психологи темипе çырнă кĕнекесем вулама питĕ юратать, - терĕ Наташа. Пĕр-пĕр йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çынна мĕнлерех пулăшмалли пирки çырса кăтартнă тĕслĕхсене вара кĕскен те пулин пысăк та хулăн тетраде çырса пырать. - Ку ĕçе мухтатăп. Лайăх йăла, усăллă хăнăху. Кайран професси ĕçĕнче те кирлĕ пулать.
- Кунсăр пуçне çар çынни пуласси те илĕртет Оксанăна, - каллех сăмах хушрĕ йăмăкĕ.
- Çар тематикине сăнлакан телепередачăсенче илемлĕ форма тăхăннă хĕр-курсантсем стройпа утса пынине, вĕсем çар институтĕнчи занятисенче автоматран пенине, кросс чупнине е лекцисенче ларнине курсан вара вĕçсе кайманни кăна. - Наташа... Хĕр-курсантсем çинчен телевизорпа кăтартнине хăв та каçса кайсах пăхатăн-ха, - кăштах кăмăлсăрланчĕ Оксана.
- Эсĕ вара, Наташа, тепĕр икĕ çултан хăш профессие алла илме пуçласшăн? - ыйтрĕ учитель.
- Эпĕ те университета кĕресшĕн, куçаруçă пуласшăн. Чăваш тата вырăс чĕлхисемсĕр пуçне, нимĕç, акăлчан тата француз чĕлхисене юрататăп.
- Сана та çар çыннин профессийĕ килĕшет ĕнтĕ...
- Паллах. Анчах çар институтĕнче эпир килĕштерекен профессипе вĕрентмеççĕ-çке. Тепĕр тесен, унта кĕресси те пулмасть пулĕ...
- Ăнлантăм сире! Шутлатăп та, эсир - шăпах курсант пулмалли хĕрсем. Кун хыççăн Федор Гаврилович Оксанăпа Наташăна Мускаври çар университетĕнче юлашки çулсенче хĕрсен уйрăм взвочĕсене йĕркелени, вĕсене салтаксемпе ĕçлекен психологсем тата çар куçаруçисем (тăлмачсем) пулма пилĕк çул вĕрентни, дипломпа пĕрлех лейтенант званийĕ те пани пирки урокри пекех питĕ интереслĕ каласа кăтартрĕ.
Ноябрь 2024 |