Кевер туй - хисеплĕ мăшăршăн анлă уй

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 10:36 Просмотров: 229

 

ПĂЛАПУÇ ПАШЬЕЛĔНЧЕ пурăнакан Николай Петровичпа Нина Артемьевна Тельцовсем çемье çавăрнăранпа 60 çул çитет. Панулми Сăпасĕнче (августăн 19-мĕшĕнче) мăшăра çывăх тăванĕсем, район, ял администрацийĕ кевер (бриллиант) туй ячĕпе саламлĕç. Нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăр ял-йышра пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Çуратса çитĕнтернĕ пилĕк ачине те аслă çул çине тăратнă, вĕсем ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те тỹрĕ кăмăллă. Çемье пуçлăхĕ Николай Петрович районти АПК ветеранĕ, чылай çул хуçалăх ертỹçинче, ытти яваплă ĕçре тăрăшнă. Шурсухал халĕ те ỹркенсе тăмасть, çамрăк ертỹçĕсене сĕнỹ-канашпа та пулăшать.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика