ЫРĂ ĕç сăваплă та пархатарлă çеç мар, халăх асĕнче те нумай çул упранĕ. Пăлапуç Пашьелĕнче Хирçырма юхан шывĕнчен аякра мар вырнаçнă çак çăлкуç шывĕпе ĕлĕк-авал ваттисем имлĕ-сиплĕ шĕвек вырăннех усă курнă. Вăхăт иртнĕçемĕн çак вырăн япăхса, юхăнса пынă. Халăх та унта çỹреме пăрахнă. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ килсене пусăсенчен пăрăхпа шыв кĕртнĕ хыççăн ун çинчен аса та илмен темелле-ши? Çапах та ялта ырă çынсем пулни кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулăшать. Пирĕн хушăмăрта ял хăтлăхĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн, истори пĕлтерĕшлĕ вырăнĕсемшĕн чунне парса тăрăшакансем пулни савăнтарать, паллах. Çак ялти Владимир Леонидович Ефимов вĕсенчен пĕри. Вăл ентешĕсемшĕн сăваплă та пархатарлă ĕç тунă, хăйĕн укçи-тенкипе çăл вырăнне питĕ хитре капăрлатса хунă. Кунти ĕçсене пурнăçлама юлташĕсемпе пĕр урамра пурăнакансем те кар тăнă. Паян çĕнĕрен "чун" кĕнĕ çăлкуçран килениччен уçă шыв ĕçме те, хỹтлĕхре канса ларма та пулать.
Ноябрь 2024 |