КИРЕК мĕнле сăлтавпа ăнсăртран сиксе тухакан пушар та çемьешĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Çав вăхăтрах вăл пысăк тăкакпа та çыхăннă. Ĕнерхи кун тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 33 пушара (иртнĕ çулхи çак вăхăтра 38 пулнă) шута илнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ аçа çапнипе пулнă. Маларах Кзыл Чишмари пĕр хуçалăхра счетчика аçа çапнă хыççăн унтан вут хыпса илсе пушар тухнă. Иртнĕ эрнере Шăнкăртамра каç кỹлĕм пулнă инкек те çакнашкал сăлтавпах çыхăннă. Çут çанталăк пулăмне пула икĕ хутлă çуртăн тăррине вут-çулăм хыпса илнĕ. Пушарта нумай пулмасть çеç юсаса тирпейленĕ çуртăн иккĕмĕш хучĕ те, пурлăхĕ те çунса юрăхсăра тухнă. Çак тĕслĕхре пушар çут çанталăк пулăмĕпе çыхăннă темелле. Турă сыхлатăр, паллах, пурне те ун пек инкекрен. Çапах та ăшă кунсем те, çуллахи каникул та малалла тăсăлнă май, пушар хăрушлăхĕ пирки манса каймалла мар. Шăпăрлансемпе çул çитмен ачасене килте пĕччен пăрахса хăварни те сехĕрлентерет. Алă айĕнче шăрпăк, электричество приборĕсене те тытмалла мар. Çурт-йĕр таврашĕнче типĕ курăка çунтарни те пушар хăрушлăхĕпех çыхăннă.
Ноябрь 2024 |