Иртнĕ эрнере районти спортсменсем тĕрлĕрен спорт мероприятийĕнче палăрчĕç. Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта иртнĕ футболистсен республика чемпионатĕнче пирĕн районти çамрăксен "БТV" команди Çĕнĕ Шупашкарти "Заря" командăна 6:1 шутпа çĕнтерчĕ. Сăмах май каласан, халĕ вĕсем пĕрремĕш вырăна хăпарма пултарчĕç. Юлашки çулсенче Юхпапа Пăла тăрăхĕнчи ветерансен "Темп" команди те республикăра кăтартуллă çитĕнỹ тăвать. Çак кунсенче пирĕн футболистсем Тăвай районĕнчи "Турмыши" командăран 3:1 шутпа выляса илчĕç. Районта массăллă спорта аталантарас, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕлĕшпе те чылай мероприяти иртет. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕ те çамрăксене аталанма кирлĕ услови туса парас тĕлĕшпе тимлет.
Шкул ачисемпе çамрăксем хушшинчи мини-футболла тата баскетболла выляс енĕпе йĕркеленĕ Раççейри фестивалĕн район шайĕнчи ăмăртăвĕ те çакнах çирĕплетсе пачĕ.
Тепĕр ырă пулăм пирки те чарăнса тăрас килет. Районта ытти енĕпе пĕрлех лаша спорчĕ аталанса пыни те ырă пулăм. Акă, çак кунсенче çеç Ульяновскинче элита урхамахсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта пирĕн Зов Предков РМ (Николай Пыркин тытса пынă) иккĕмĕш, Победитель (Алексей Краснов) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Ушкăнпа чупакан заездра Шăнкăртамри Минсур Тухфетуллов Сармон Люк лашипе финиша пĕрремĕш кĕчĕ.
А. КРАСНОВ, Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСК директорĕ
Ноябрь 2024 |