Танк-палăк çĕнелет

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 10:56 Просмотров: 179

Районти çар комиссариачĕ умĕнчи ИС-3 танка постамент çине 1988 çулта октябрĕн 29-мĕшĕнче (комсомол организацийĕ 70 çул тултарнă ятпа) вырнаçтарнă, каярахпа йĕри-тавра тимĕр сăнчăрпа çавăрнă. Хальхи вăхăтра палăк (çаплах каламалла пулĕ) аякранах мăнаçлăн курăнса ларать. Ăна Юхмапа Пăла тăрăхне илсе килнин историйĕ хăйне евĕр. Районта çак ыйту çĕкленсен хăватлă "хурçă ута" хускатса килме Канаша темиçе водитель те кайнă. Анчах пĕри те "итлеттереймен", техника вырăнтан та тапранман. Калăн, вăл Патăрьелĕнчи техника юсакан предприятире КамАЗ водителĕнче тăрăшакан Василий Николаева çеç кĕтнĕ. Танкист-ветеран ăна çийĕнчех "чун кĕртнĕ", 1986 çулта танк "штурвалĕ" умне ларса район центрне çитнĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи танкистсен пĕрлĕхĕ ăна хăйĕн хỹтлĕхне илни те çирĕм çул ытла ĕнтĕ. Çак вырăнта çулсеренех çуркуннепе кĕркунне Тăван çĕршыва хỹтĕлеме каякан çамрăксене салтак тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăнма пил параççĕ. Кунтах танкистсем, афганецсем (Афганистан вăрçинче пуç хунă çамрăксен сăн ỹкерчĕкĕсем те çакăнтах вырăн тупнă) хăйсен уявĕсенче пуçтарăнаççĕ, чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Сăваплă та хисеплĕ вырăнта пуç таякансем, сăн ỹкерттерекенсем те йышлăн.

- Район центрĕнчи танк-палăк йĕри-тавра вăхăтран-вăхăта тирпейлесе, тасатса тăратпăр-ха. Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне сăнчăрсене сăрлатпăр, тасататпăр. Анчах та никĕс çине вырнаçтарнă танка ку таранччен те сăрламан. Çак кунсенче районти танкистсен пĕрлĕхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн кунта тĕпрен юсав ĕçĕсем пуçларăмăр. Хăйпăнма пуçланă сăррисене тасатса илсе йăлтах çĕнĕрен сăн кĕртрĕмĕр. Тăкаксем пĕтĕмпех хамăрăн пĕрлĕхĕн членĕсен шутĕнчен. Районти уйрăм çынсене те укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн тав сăмахĕ калас килет. Юсав ĕçĕсене уйрăмах Патăрьелĕнчи Р. Михайлов, В. Николаев, Чăваш Ишекĕнчи А. Алексеев хастар хутшăнчĕç. Сăкăтри Б. Иванов, Алманчăри Н. Чихин, Чăваш Ешекĕнчи В. Семенов тата ытти танкист-ветерансем те айккинче юлмарĕç,-кăмăлтан каласа парать танкистсен районти пĕрлĕхĕн ертỹçи Николай Николаев. Сăмах май каласан, Николай Григорьевич Патăрьел ялĕн старости . Çак обществăлла тивĕçе те вăл кăмăлтан пурнăçласа пыма тăрăшать.

А. НИКОЛАЕВА.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика