ПАЯН кирек-мĕнле хыпар та Интернет тетелĕпе тĕнче шайĕнче çиçĕм пек хăвăрт сарăлать. Çак çыхăну меслечĕпе чылай ырă та усăллă ĕç тума пулни - çăмăллăх, паллах. Тепĕр чухне вăхăта та, укçа-тенкĕне те перекетлеме пулать. Анчах та социаллă сеть хальхи вăхăтра патак пекех икĕ вĕçлĕ. Пĕр енĕпе шăпах ултавçăсем усă кураççĕ те. Нумай пулмасть районти полици сотрудникĕсем выльăх-чĕрлĕхпе услам тăвакан пĕр çынна мошенник "серепинчен" туртса кăларнă. Çакскер Интернетри пĕлтерỹпе выльăх туянма шут тытнă. Патăрьел районне фурăпа çула тухакан "сутуçă" малтан 5000, каярахпа 35000 укçине маларах куçарса пама ыйтнă. Туянакан ăна пĕтĕмпех ĕненсе пĕтермесен те çаплах тунă, мăшăрĕн счечĕ çине укçа куçарнă. Кăшт тăхтасанах çакскер çыхăнуран çухалсан çеç мăшкăл тỹсекен район полицийĕнчен пулăшу ыйтнă. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем унăн йĕрĕ çине çийĕнчех ỹкнĕ, Мускав облаçĕнчи 33 çулхи çамрăк суд йышăнăвĕпе çулталăк тимĕр решетке леш енче пулĕ.