Районта пурăнакан çынсене хăтлăхпа тивĕçтерес енĕпе çул-йĕр тăваççĕ, социаллă-культурăллă объектсем çĕклеççĕ, çуртсене юсаççĕ тата ытти те. Анчах тепĕр чухне кирек хăш ĕçе пуçăнас тесен те чăрмавсем тĕл пулаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар вырăнах автомашина лартмалли гараж, чăх-чĕп хупмалли сарай туса хунă. Е тата вут-шанкă купаланă, йывăç лартнă. Хĕрлĕ çыраран тухса пахча тытнисем те çук мар-ха. Кỹршĕ çĕрĕ çине кĕрсе хуралтă хăпартакансем те пур. Кайран çивĕч калаçу ан пултăр тесен кашни хуçалăхăн хăйĕн çĕр лаптăкне кадастр инженерĕсемпе çыхăнса документпа çирĕплетмелле. Палăртнă чикĕрен тухса кайса пĕр шалча та лартмалла мар. Çавăн чухне кỹршĕ-аршăпа сăмахласси те çук.
Акă, районта пурăнакан пĕр гражданин хăйĕн сад пахчине тротуар таранах кăларнă. Унта тĕрлĕ йывăç лартнă. Карта тытнă. Çакă транспорт коммуникацийĕн çул-йĕр инфратытăмĕпе килĕшсе тăмасть. Вăхăтĕнче самай тăкакланнă, усăллă ĕç тăвас тенĕ пулсан та утма çула тирпейленĕ чухне çак илеме пĕр шелсĕр пăсма тивнĕ. Урамри çĕр çыннăн харпăрлăхĕ шутланмасть. Çавăнпа унта кам мĕн тăвас тенĕ çавна тăваймасть. Нумай хваттерлĕ çуртсен çумĕнчи хăш-пĕр хуралтăсем те саккунпа килĕшỹллĕн çĕкленмен. Вĕсем пушар тухас хăрушлăха та кăларса тăратма пултараççĕ. Автомашинăпа кĕрсе çаврăнса тухма та майлă мар. Çỹп-çап пухакан контейнерсем патне пыма та кансĕрлеççĕ. Вăй-хал çитет тесе никамăн та йĕркерен тухса каяс пулмасть. Унпа пуянлăха та кăтартаймастăн.
Йĕркене пăсакансене саккунпа килĕшỹллĕн айăпласа уйрăм çынсене пилĕкшер пин, юридика сăпачĕллисене 100 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ. Чавса çывăх та çыртаймастăн. Кайран çакнашкал ан пултăрах.
А. ИВАНОВА