КОРОНАВИРУС чирĕпе çыхăннă лару-тăру республикăра çав-çавах çивĕч-ха. МИХ хатĕрĕсенче хăш-пĕр районта чару мерисене çирĕплетнине те çырчĕç. Хăрушлăх зонине кĕрес мар тесен районта малалла та санитарипе эпидемиологи йĕркисене пăхăнмалла, маскăпа çỹремелле, çын йышлă çỹрекен вырăнсенче пулма тăрăшманни те усал чиртен сирĕ.
Ку тĕлĕшпе район администрацийĕ çумĕнче йĕркеленĕ мобильлĕ ушкăнсем йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе кашни кунах рейдсем, халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр работникĕсем те тăтăшах 60 çултан аслăрах ватăсемпе куçа-куçăн тĕл пулаççĕ, коронавирусран хỹтĕленсе прививка тумалли йĕркепе паллаштараççĕ, вĕсене çак ĕçе пурнăçлама пулăшаççĕ.