Çырла сутакан сарпике

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 14:17 Просмотров: 185

Ятарлă лавккара садра ĕçлемелли пĕчĕк ал пăчкипе секатор туянса тротуарпа каялла утнă май, Федор Гаврилович, хăйĕнчи ытлашши вăраха кайнă хăюсăрлăха сирсе, паянах автобуспа Светлана пурăнакан яла кайса килме шутларĕ. Савăнтарĕ-и ăна тĕл пулу саманчĕ е чĕрине ыраттарсах кулянтарĕ - çапах та уçăмсăрлăх чаршавне уçса пăхни питĕ вырăнлă пулĕ. Малалла утнă вăхăтра учитель Оксанăпа Наташăна та аса илчĕ, вĕсен пурнăçĕ пирки шутласа пуçне канăçсăр шухăшсемпе ыраттарчĕ. "Халĕ ăçта-ши эсир, чиперккесем? - шухăшсен авăрне çаврăнса кĕчĕ Федор Гаврилович.

- Вĕренме кĕрейрĕр-ши хуть? Эсир çак самантра курсантăн килĕшỹллĕ формипе çỹренине çирĕп ĕненетĕп эпĕ. Сирĕн чун-чĕрере офицер пулас ĕмĕт çулăмне чĕртсе янă хыççăн, туятăп, эсир пĕр утăм та каялла чакман..."

- Федор Гаврилович, Федор Гаврилович! - хыттăн кăшкăрса алă сулчĕç районти çар комиссариатĕнчен тухнă çар çи-пуçĕллĕ хĕрсем. Çар институтĕнче вĕренекен хĕрсен шурă кĕпипе кăвак юбка тăхăннă, хул пуççи çине К саспаллиллĕ пакунсем çакнă Оксанăпа Наташа педагог патне васкавлăн чупса пырса ăна икĕ енчен ачашшăн ыталаса илчĕç.

- Мĕн тери маттур хĕрсем эсир! Мухтанатăп сирĕнпе! - ĕç-пуç кĕтмен çĕртен пулса иртнипе такăна-такăна калаçрĕ педагог.

 - Тавах сире, Федор Гаврилович, профессие тĕрĕс суйласа илме пулăшнăшăн, вĕренме кĕмелли экзаменсем пирки тĕплĕн ăнлантарнăшăн! - пĕр чарăнми чĕвĕлтетрĕç вунтăххăрти тата вун саккăрти хĕрсем.

- Районти комиссариата çар учетне тăма килтĕмĕр паян.

- Эсир хăвăр та пултаруллă пикесем. Çар университетне кĕмелли мĕн пур условисене туллин тивĕçтерсе эсир курсантсем пулса тăнă акă! Кун хыççăн Наташа хăйĕн аппăшне хăлхаран тем пăшăлтатса каларĕ те, тротуарпа малалла, кафе еннелле чупса кайрĕ.

- Халĕ, виçĕ çул каяллахи пекех, кафене кĕрсе апатланăпăр, уйрăм пỹлĕмре сирĕн çар вĕренĕвĕ пирки калаçса ларăпăр, - терĕ историк.

- Манăн васкамалли çук ĕнтĕ: виçĕ кун каялла декретри учительница хăйĕн вырăннех ĕçлеме тухрĕ. Тĕрĕссипе, Валентина Ильиничнăна тăватă çул каялла хам вырăна ĕçлеме хăварнăччĕ.

 Çын нушине пĕр тăхтамасăр хăвăрăнни вырăнне йышăнма пултаратăр çав эсир.

- Мĕн тăвăн: атте-анне çавнашкал çуратнă, урăхла пулма пултараймастăп.

- Федор Гаврилович, хальхинче сире эпир хăналатпăр, - хыпаланса калаçрĕ Оксана.

- Пире, вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыракансене, уйăхсерен çирĕмшер пин тенкĕ стипенди тỹлеççĕ. Киле килес умĕн отпуск укçине те парса ячĕç.

- Стипенди пирки сире малтанах каланăччĕ-ха. Анчах та хĕрсем арçынна хăналани вырăнлах мар. Эпĕ хамах... - Федор Гаврилович, кун çинчен калаçнин усси çук - Наташа кафере заказ парать ĕнтĕ.

 - Авă мĕншĕн васкавлăн уйрăлчĕ вăл пиртен. Апла пулсан, эсир шутласа хунине пурнăçламах тивет. Кафери пĕчĕк пỹлĕмре апатланнă хыççăн, хĕрсене кăштах тăхтаса тăма ыйтса, Федор Гаврилович вырăнти буфетра шампань эрехне туянчĕ те, ăна ытлашши кĕрĕслеттермесĕр уçса, чашкăрса тăракан ырă шăршăллă шĕвеке пĕчĕк фужерсене ячĕ.

- Эсир - çитĕннĕ хĕрсем ĕнтĕ. Курсантсем пулса тăнине, черетлĕ вĕренỹ çулне ăнăçлă вĕçленине аллăшар грамм тутлă эрехпе палăртăпăр, - терĕ арçын, фужерсене Оксанăпа Наташа умне лартнă май.

- Эсир ыйтнипе тутанмаллах ĕнтĕ, - пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç хĕрсем. Шампань эрехне пĕрер сыпкăм тусан, фужерсене лартса, курсантсем çỹхе тутисене салфеткăпа тирпейлĕн шăла-шăла илчĕç.

- Курсант пулма сĕнỹ панăшăн сире тепĕр хут пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр, - хăйсене ăс парса вĕрентнĕ учитель çине пăхса йăл та йăл çиçрĕç чиперккесем.

- Ну, мĕнлерех пырать сирĕн курсант пурнăçĕ, чун савакан каччăна та тĕл пултăр пулĕ-ха. Хитре хĕрсене, уйрăмах çар формине тăхăннă пикесене, каччăсем тỹрех асăрхаççĕ, - терĕ арçын.

- Оксана, сăмахăмăра санран пуçлар пулĕ.

- Пирĕн пурнăç иртен пуçласа каçченех çар университетĕнчи кун йĕркипе килĕшỹллĕн пырать, - хуравларĕ Оксана.

- Эпир куллен лекцисенче, çар хатĕрленĕвĕн занятийĕнче пулатпăр, кроссенче чупатпăр, полигонра автоматран, Макаров пистолетĕнчен перетпĕр. Паллах, пушă вăхăт та пулать. Вырсарни кун канатпăр. Столовăйра тутлă çитереççĕ. Мускавра увольненире те пулатпăр. Театрсене, музейсене илсе çỹреççĕ.

Малалли пулать

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика