Ултавçă "вăлтине" çакланар мар

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 14:22 Просмотров: 196

ПАЯН çынсем электронлă енчĕк (пластик картти), кĕсье телефонĕ, компьютер урлă ултавçăсенчен чылай шар кураççĕ. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Михаил Яковлев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх 2021 çулхи çичĕ уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мошенниксем çав меслетсемпе ют пурлăха çаратнă 41 тĕслĕхе шута илнĕ. Вăл шутра 9 çыннăн банк карттинчен укçине куçарнă, 16-шĕ Интернет тетелĕпе усă курса улталаннă, 17-шĕ вара мобильлĕ телефонпа калаçса нухратсăр юлнă. Мĕн пурĕ мошенниксем 1 млн та 815 пин тенкĕлĕх шар кăтартнă. Çакна шута илĕр: усал ĕç тăвакансем ытларах банк работникĕн ячĕпе сире шăнкăравлама, тỹ-левсĕр пĕлтерỹсен сайчĕпе усă курма, кредит, кивçен укçа илме, сĕнме, сирĕн çине ссылка урлă вирус яма пултараççĕ. Чи пĕлтерĕшли - палламан çынпа шанса калаçмалла мар, хăвăрпа çыхăннă нимĕнле информацие те каламалла мар.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика