Кĕрхисене акма тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2021, 14:24 Просмотров: 183

Агрономсем август варринче кĕрхи культурăсене акма тухма шăпах вăхăтлине палăртаççĕ, анчах кăçал çанталăк шăрăх та типĕ тăнăран хуçалăхсем тырра никĕсе хывма васкамаççĕ-ха. Августăн 18-мĕшĕнче районта ку ĕçе "Куснар" çĕр ĕç фирми пĕрремĕш пуçăнчĕ. –

 Аслă çултисемпе калаçрăм, вĕсем кĕрхисене кĕл çине пулсан та акса хăвармаллах, терĕç. Ватăсен пурнăç опытне шута илсе туллăн "Московская-56" сортне тăпрана хывма пуçларăмăр. Вăрлăх çителĕклĕ, техника юсавлă, - терĕ хуçалăх ертỹçи Алексей Васильев. –

 Кĕрхи культурăна хура пусă пулнă вырăна акатпăр, çавăнпа та кунта кăштах нỹр пур. Вăл пурĕ 300 гектар йышăнмалла, - терĕ чылай çул агрономра вăй хуракан Николай Лукин.

Пулас тухăçăн амăшне никĕсе хывма Геннадий Филиппов механизатора шаннă. Анатолий Хураськин имçамланă вăрлăха хире автомашинăпа турттарса тăрать. Ĕçлекенсене вĕри апат вырăна килсех çитереççĕ.

"Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Техника 75 гектар йышăнакан куккурус уйне куçнă. Хир "пики" кăçал ăнса пулнă: çỹллĕшĕ виçĕ метра яхăн, масса та начар мар. Ăна силоса хывма пикеннĕ. Евгений Долгов комбайнпа вырса вĕтетет, Александр Анатольевичпа Александр Васильевич Эривановсем, Николай Алексеев, Владимир Семметов хатĕр апата автомашинăсемпе, Олег Егоров тракторпа ятарлă вырăна турттараççĕ.

Хуçалăхра ĕне-выльăх 581 пуç, унтан сăваканни - 195. Вĕсене хĕл каçарма апат сахал мар кирлĕ. Кунта 3,5 пин тонна сенаж хывнă, апат рационне пуянлатма халĕ силос хатĕрлеççĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика