Тăрăнта çỹп-çап контейнерĕсен ураписем "ураланнă"

Категория: Публикации Опубликовано: 24.08.2021, 11:38 Просмотров: 220

 ТЕМИÇЕ çул каялла районти ялсенче масар çинчи вил тăпри йĕри-тавра тытнă картасене сỹтсе кайнă тĕслĕхсем пулкаланăччĕ. Хăш-пĕр çынсен намăс та, шикленỹ те çук темелле. Сăваплă вырăна ытти чухне те именчĕклĕн çеç кĕретĕн те. "Кукăр алăсемшĕн" ỹсĕр çын пекех, тинĕс те ура пакăлчакĕ таран çеç пулас. Юлашки вăхăтра вара çỹп-çап тăк- малли контейнерсем пирки çине-çинех усал хыпар илтме пулать. Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнчен çуркунне вĕр çĕнĕ икĕ тимĕр виткĕçе илсе кайнăччĕ, темиçе кун каялла çеç çак ялти урăх урамра контейнертан пушар тухнă... Халĕ акă тата иртнĕ кĕçнерникун каçхине Тăрăн ялĕнчи Молодежная урамри (çул хĕрринче вырнаçнă) контейнерăн малти икĕ урапине кăларса илнĕ. Ку таранччен ялти 11 контейнерти çỹп-çапа машина вăхăтра тиесе кайнă. Вăрă алли тĕкĕннĕ ешчĕке вара полици сотрудникĕсем килсе ĕç-пуçа вĕçне çитериччен пушатман, тĕкĕнмен.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика