ШĂНКĂРТАМРА Рауф Хафизов ертсе пыракан аксакалсен канашĕ çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн çулсеренех тăлăх, çурма тăлăх, нумай ачаллă çемьесенчи вĕренекенсене шкул тумĕ туянма укçа пуçтарса парать. Кун пек ырă тĕслĕх районта урăх çук. Хальхинче те ялти икĕ вăтам, Кзыл Камышри шкулсенче вĕренекен 22 ачана тăватшар пин тенкĕ уйăрса панă. Мĕн пурĕ 88 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Сăваплă та пархатарлă ĕçе çынсем хăйсен ирĕкĕпе хутшăнаççĕ. Аксакалсен канашĕн ертỹçи çирĕплетнĕ тăрăх кăçал ăна пиллĕкмĕш хут йĕркеленĕ.
Ялта ырă пулăм татах та пур. Ураза вăхăтĕнче пĕччен пурăнакан ватăсене кучченеçпе савăнтараççĕ, пысăк юбилярсене ятарлă калпакпа ỹкерчĕк парнелеççĕ. Тăкакĕ каллех ватă çынсен пĕрлĕхĕ йĕркелекен фондранах каять. Кăçал ку таранччен вĕсем 80, 85, 90 çул тултарнă вунă çынна çавра менельник ячĕпе саламланă. Çулталăк вĕçлениччен тепĕр 6 аксакала çавăн пек савăнăç кỹресшĕн.
Ноябрь 2024 |