Çынпа ĕçлекенсен вакцинациленмеллех
Çапла çирĕплетет районти социаллă хỹтлĕх пайĕн заведующийĕ Н. Никитина. Малтанласа коронавируспа коллективра хăйсен те чирлекенсем пулнă. Прививка туни вирус лекесрен хỹтĕлетех ĕнтĕ.
Социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕсем куллен 50-60, тепĕр чухне ытларах çынна та тĕрлĕ ыйтупа йышăнаççĕ. Хăшĕн-пĕрин чир палăрăмĕ малтанласа сисĕнмессе те пултарать теççĕ-çке.
Мĕнле ыйтусемпе ытларах утаççĕ-ха социаллă хỹтлĕх пайне? 1500 ытла çын "Вăрçă ачисен" удостоверенине илчĕ. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вĕсене тивĕçекен çăмăллăхпа усă курмашкăн 9-шĕ ыйтупа тухрĕ.
Нумай ачаллă çемьесене удостоверени парассипе те ĕçлеççĕ. Вĕсен те çăмăллăхсем çук мар.
3-7 çулсенчи ача ỹстерекенсене те патшалăх пулăшỹ кỹрет. Унпа 847-ĕн усă кураççĕ.
Патшалăх сахал тупăшлă çемьесене социаллă контрактпа килĕшỹллĕн çăмăллăхсемпе тивĕçтерет. Унпа 68 килĕшỹ тунă. Вĕсенчен 26-шĕ предприниматель ĕçне пуçарма (250-шар пин тенкĕ), иккĕшĕ хушма хуçалăха аталантарма (110-шар пин), 19-шĕ ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва татма, 21-шĕ пурнăçри йывăр лару-тăрăва лайăхлатма çăмăллăх илнĕ.
Иртнĕ çул çакнашкал ыйтупа тухакансен йышĕ тата пысăкрах пулнă.
Коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курма тивĕçлисене те субсиди параççĕ. Ку енĕпе 300е яхăн çемье усă курать.
Патшалăх сусăрсене коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн 50 процентне каялла тавăрса парать. Çак çăмăллăха 2364 çын тивĕçет. Вăрçа хутшăнса тăлăха юлнă салтак арăмĕсем те тимлĕхре.
Халăха эрнере виçĕ кун - тунтикун, ытларикун, юнкун - йышăнаççĕ. Коронавирус пандемийĕн малтанхи тапхăрĕнче дистанци мелĕпе те ĕçленĕччĕ. Халĕ те хăш-пĕр ыйтăва патшалăх тивĕçтерĕвĕн порталĕ е нумай функциллĕ центр урлă татса пама пулать. Телефонпа çыхăнса уçăмлатма та май пур. Пандеми вăхăтĕнче çакнашкал усă курни вырăнлах та.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |