Турă пỹрнĕ телейлĕ шăпа, 50 çул юратнă мăшăрпа - 50 çул...

Категория: Публикации Опубликовано: 24.08.2021, 13:27 Просмотров: 182

Нумай вăхăт пек туйăнать, анчах хăш вăхăтра иртсе кайрĕ? Сиссе те юлаймарăмăр. Мăшăрпа пĕрле çур ĕмĕр пурăннине ĕненес те килмест. Ĕнер çеç çемье çавăрнă пек... Эпир яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнма тăрăшнă. Пурнăçра манăн çакăн пек упăшка пулнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп, - терĕ Лидия Васильева мăшăрĕ çине пăхса.

Ульяновкăра пурăнакан Лидия Георгиевнăпа Валерий Александрович Васильевсем çакăнтах çуралса ỹснĕ. 1971 çулхи июль уйăхĕнче вĕсем пĕр çемье çулĕпе утма пуçланă. Иккĕшĕ те ялта хисеплĕ çынсем. Паллах, вĕсен те пурнăç çулĕ тикĕссĕн пĕр йĕрпе çеç чупман, йывăрлăхĕсем çителĕклех пулнă. Вĕсене пĕрле çĕнтерсе пырса шав малалла утнă: йывăççине те, çуртне те лартнă, 5 ачине пурнăç çулĕ çине кăларнă.

- 1974 çулта çĕнĕ пỹрт тăвас терĕмĕр. Никĕсĕ валли çырмаран чул хамăр вăйпа кăлартăмăр. Ывăннă тесе тăман. Çав вăхăтрах ĕçе те кайнă, - тет кăмăллăн кăна шăкăл-шăкăл калаçнă май Лидия Георгиевна. Çакна та палăртса хăварас килет: çемье ăшшине упраканĕ 36 çул ялти клубра ĕçленĕ. Шăпах вăл вăй хунă вăхăтра колхоз пулăшăвĕпе культура вучахне çĕкленĕ. Ватти-вĕтти кунта тăрăшнă. Чылай ĕçе нимелле тума тивнĕ. Клуб хута кайсан кĕрхи хура, хĕллехи вăрăм каçсенче Л. Васильева ялта пурăнакансен канăвне йĕркелес тĕллевпе юрă-ташă ăстисемпе, сцена çине тухма кăмăллакансемпе концертсем, спектакльсем хатĕрленĕ. Çĕрпỹри культура училищинчен вĕренсе тухнăскер илнĕ пĕлĕвĕпе туллин усă курма тăрăшнă. Пур çĕре те ĕлкĕрме ăна пăянамăшĕпе пăятамăшĕ те нумай пулăшнă. Сăмах май, мăшăрĕн амăшĕпе пĕрле - 30, ашшĕпе 20 çул килĕштере пурăннă. –

 Саккăрăн пĕр тăван эпир, чи кĕçĕнни - эпĕ. Чăвашсен йăли-йĕркипе ашшĕпе амăшне кĕçĕннин пăхмалла, çакна яланах асра тытнă. Çавăнпа килтен çывăх çыннăмсене пăрахса ăçта та пулин тухса каяс шухăш пуçа та кĕмен. Атте-анне пулăшнипех ачасене те ура çине тăратрăмăр, - терĕ мăшăрĕн сăмахне малалла тăсса Валерий Александрович. Кил хуçи 20 çул вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ, кайран "Маяк" колхозра бригадирта тăрăшнă. Вăл арăмĕшĕн - шанчăклă упăшка, ачисемпе мăнукĕсемшĕн юратнă атте, асатте тата кукаçи.

1948 çулта кун çути курнă В. Васильева 70 урлă каçнă тесе калаймастăн: сăнĕпе чылай çамрăк курăнать. Çакна вăл вăрман сывлăшĕпе сывланипе çыхăнтарать.

- Пирĕн пахча хыçĕнчех йывăçсем ỹсеççĕ. Вĕсен çумне кайса тайăнса тăма юрататăп. Чунра лăпкă, канлĕ пулса каять. Йывăçсем çын вăй-хăватне хушаççĕ тесе ахальтен каламаççĕ, - тет вăл. Валерий Александрович эрех-сăрапа та, пируспа та иртĕхмен. 2005 çултанпа йỹç шĕвеке çăварне пачах та хыпмасть. Лидия Георгиевнăпа иккĕшĕ те скандинави уттипе интересленеççĕ. Шартлама сивĕре те, çуллахи илемлĕ кун та хăйсемпе пĕр шухăшлисемпе кулленех сывлăхне çирĕплетеççĕ.

 Васильевсен ачисемпе савăнмалăх пур. Оксанăпа Сергей Алькешре çемйисемпе çурт туса тĕпленнĕ, Лилия, Александр, Денис Шупашкарта пурăнаççĕ. Асатте-асанне, кукаçи-кукамай ята тивĕçнĕ мăшăр 6 мăнукĕпе савăнать. Çулла çитсен вĕсем час-часах хăнана килеççĕ.

- Эпир хамăра телейлĕ тесе шухăшлатпăр. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть, анчах хăшĕ-пĕрин çине куçа хупма та пĕлмелле. Ялан пурнăçа йĕркелесе пырас, малтан ачасене вĕрентсе кăларас, кайран кăштах та пулин пулăшас тесе пурăннă. Тĕрĕссипе, мăшăрланнă чухне венчет çĕрри илсе тăхăнтартма та укçи-тенки пулман. Ачасем ылтăн туйпа ылтăн çĕрĕсем парнелерĕç, - терĕç Васильевсем. Валерий Александровичпа Лидия Георгиевнăн пурнăç çулĕ малашне те вĕсене ывăл-хĕрĕ парнеленĕ ылтăн çĕрĕсем пекех яка пултăрччĕ.

 О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика