Çĕр çырли лартатпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.08.2021, 13:28 Просмотров: 187

Август уйăхĕнче çĕр çырли лартмалла, çанталăк сивĕтиччен вăл тымар ярать, çирĕпленет.

"Ама" хунав лартмалла. Унăн 5-6 çулçă, тĕп папки çаврака, лапчăкрах, сарлакăшĕ 1 см. "Аçан" 4 çулçă, "чĕри" çутă симĕсрех, конус майлă. Вăл çимĕç памасть.

Çамрăк хунава пластик стакана лартса тымарлантармалла, тĕмĕмпе юнашар вырнаçтармалла. Тымар ярсан (14 кунран) тĕмпе çыхăнтаракан хунава касмалла.

Çĕнĕ вырăна сентябрь уйăхĕнчен кая мар куçарса лартмалла. Лартас умĕн йăрана 3 кун маларах фитоспорин шĕвекĕпе йĕпетмелле (10 литр шыва 1,5 чей кашăкĕ). Унтан тăпрана кĕл сапса кăпкалатмалла. Çиелтен çĕрĕк тăприне (5-10 см) хывмалла. Йăрана йывăç кĕрпипе е улăмпа витсен лайăхрах.

Фитофторăран

Çумăр çунă хыççăн çанталăк сивĕтсен помидор тата ир пулакан çĕр улми лаптăкĕнче фитофтора сарăлма пултарать. Августран ỹсен-тăрана чир-чĕртен сыхлама наркăмăшпа усă курма юрамасть - çимĕçе сиенлет. Кун пек чухне ыхра шĕвекĕ пулăшать. Ыхрана, çулçине, тунине аш арманĕпе авăртмалла. 1 стакан вĕтетнĕ хутăша 1 литр шывпа хутăштарса талăк лартмалла. Унтан шĕвеке сăрăхтăрмалла, шыв хушса 10 литра çитермелле. Ыхран фитонцичĕ кăмпа чирне пуçаракансене пĕтерет. Шĕвек авăра, çулçа лайăхрах çыпçăнма 1 апат кашăкĕ супăнь вĕтетсе ямалла.

Çанталăк сасартăк улшăнсан фитофтора ересрен помидорсене татмалла. Пăрăçа та çитĕннĕ май татсах тăмалла: кашни 4-5 кунран.

Çĕресрен

Çимĕç хуппи çуркаланни, çĕрĕкпе сиенленни (пăрăç çинчи хăмăр пăнчăсем) ỹсен-тăрана йĕркеллĕ шăварманнипе çыхăннă. Енчен те шăварма вăхăт çитмесен йăран çине мульча хывмалла. Сăмахран, 1см хулăнăш улăм сарсан тăпрара нỹрĕклĕх 2 эрне упранать, шăрăхра та хĕрмест. Çимĕçе вăхăтра татмалла, çак чиртен уйрăмах асăрханмалла.

Çуркунне кирлĕ пулĕ

Çитес çуркунне калча ỹстермелли тăпрана хатĕрлесе хума манмалла мар. Çак ĕçе çурла - авăн уйăхĕсенчех тума юрать.

Шултра алапа алланă тăпрана, çĕрĕк тăприне торфпа, çерем тăприпе пĕр пек виçепе хутăштармалла. Пĕр витре çак хутăш пуçне пĕрер килограмм хăйăр, вĕри шывра пăшăхтарнă вĕтĕ пăчкă кĕрпи, 1-2 стакан кĕл, икĕ апат кашăкĕ суперфосфат хушмалла. Ăна кирек мĕнле савăтра тултарса хумалла. Капла упрама ансатрах. Кунашкал пулăхлă тăпрара çуркунне калча питĕ лайăх ỹсет.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика