Пушар никама та инкек ан кỹтĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2021, 10:18 Просмотров: 217

 РАЙОНТИ пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх ĕнерхи кун тĕлне районта 36 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра пушарниксем 41 хутчен вутпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун "01" служба сотрудникĕсем умлă-хыçлах пушара сỹн- терме кайнă. Еншикри инкек пирки вулакансене пĕлтернĕччĕ. Çĕнĕ Ахпỹртри Починкинсен хуçалăхĕнчен каçхине тухнă пушарăн сăлтавне -эксперт-специалистсем пайăрлатаççĕ. Вăл электропроводкăран тухма пултарнă теççĕ. Пушарта нумай пулмасть çеç туса пĕтернĕ çуртăн тăрри, хуралтисем çунса юрăхсăра тухнă. Юрать-ха, кил хуçисем çурт-йĕрне инкек-синкекрен страхланă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика