Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 27.08.2021, 10:21 Просмотров: 140

Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырса çапас ĕç вĕçленсе пырать. Августăн 26-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе мĕн пур лаптăкăн 98,9 процентне пурнăçланă.

 Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчи кĕлетсемпе управсене 39063 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 21,8 центнер.

Ĕç шавĕ çĕр улми ани çине куçса пырать. Районĕпе "иккĕмĕш çăкăр" 623 гектар çитĕннĕ, 11 гектарне кăларнă. Тухăç кашни гектартан 200 центнерпа танлашать.

 Районĕпе 5647 гектар кĕрхи çĕртме тунă. Кĕрхи культурăсене акма 5495 гектар çĕр хатĕрленĕ, кĕрхисене 180 гектар акнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика