Августăн 27-мěшěнче район администрацийěн пуçлăхě Рудольф Селиванов ертсе пынипе районти чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхěпе тивěçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвě иртнě. Унта юлашки вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхěнче çанталăк шăрăх тăнине пула ял хуçалăх предприятийěсемпе фермер хуçалăхěсем тÿсекен тăкаксене сÿтсе явнă. Çак ыйтупа район администрацийěн пуçлăхěн çумě – экономика, ял хуçалăх, çěр тата пурлăх хутшăнăвěсен пайěн начальникě Виктор Львов тата «Россельхозцентр» управленин районсем хушшинчи Патăрьел филиалěн начальникě Олег Глухов тухса калаçнă.
Патăрьелěнчи метеостанци тěрěслевěсем тăрăх июлěн 28-чен пуçласа августăн 18-мěшěччен сухаланакан тăпрара нÿрěк 10 мм та сахалрах пулнă. Район администрацийěн экономика, ял хуçалăх, çěр тата пурлăх хутшăнăвěсен пайне ял хуçалăх предприятийěсемпе хресчен фермер хуçалăхěсем шăрăха пула тÿсекен тăкакăн виçине палăртма хушнă. Комисси Патăрьел район территорийěнче 2021 çулхи августăн 28-мĕшĕнчен пуçласа «чрезвычайлă лару-тăру» режимне çирěплетме йышăннă, район администрацийě постановлени кăларнă. Ҫак йĕрке ăна пăрахăçлакан ятарлă хушу çирĕплетиччен вăйра пулĕ.
А. Иванов
Ноябрь 2024 |