ÇУЛЛАХИ каникул вĕçленчĕ. Ыран шкул ачисемшĕн çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланать. Вăрăм кану кунĕсем хыççăн кĕçĕн класра вĕренекенсен хутлав таблицине те, вулав хăвăртлăхне те "хăй вырăнне" лартма, çав вăхăтрах ыттисен тĕрлĕ предметпа манăçма пуçланă темăсене аса илме тивĕ. Вăл çеç те мар-ха. Кĕçĕн класран пуçласа аслисем таранах çул-йĕр правилисене те çĕнĕрен пăхса тухмалла пулĕ. Чăн малтанах çул çине паллă туман вырăнтан чупса каçмалла мар, автомашина çỹрекен çул хĕррипе утса пыма юраманнине те асрах тытмалла. Тĕттĕм каçсенче тум çинче çутатакан паллă пулни те аварие сирсе ярассипех çыхăннă.
Вĕренỹ çулĕ пуçланнă хыççăнах çакнашкал ыйтупа районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем ачасемпе тĕл пулаççĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе калаçусем ирттереççĕ.
Ноябрь 2024 |