ТУТАР Тимешпе Вăтаел ялĕсем çывăхĕнчи лаптăкра сăвăрсен заповедникĕ пуррине районта пĕлмен çын сахал пуль. Çак тĕлĕнтермĕш чĕрчунсене курма килекен те нумай. Кăçаллăха вара вĕсемпе çитес çулхи çуркуннеччен сыв пуллашма тивет.
Сăвăрсем июль вĕçĕнче - август пуçламăшĕнче хĕле хатĕрленме пуçлаççĕ иккен. Шăтăкĕсене тул тата шал енчен темиçе метр таран тăпрапа курăк хутăшĕпе питĕреççĕ. Августăн 11-мĕшĕнче пĕрремĕш "çурт алăкĕ" хупăннă, 30-мĕшĕ тĕлне пĕрре те тăрса юлман.
Кăшлакан чĕрчунсен ыйхи 7 уйăха тăсăлать. Çак тапхăрта вĕсем хăйсен виçин 30 процентне çухатаççĕ.
Ноябрь 2024 |