Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2021 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче кăларнă 130-мĕш хушăвĕпе килĕшỹллĕн республикăн çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ пулма пирĕн ентеше Эмир Бедертдинова çирĕплетнĕ. Вăл Тутар Тимеш ялĕнче çуралнă, Мари Элти политехника институтĕнче вĕреннĕ, техника наукисен кандидачĕн диссертацине хỹтĕленĕ. Эмир Нуртдинович 2016 çулччен Мари Элта тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ. Ун хыççăн 2019 çулхи август уйăхĕччен Тутарстанри вăрман хуçалăхĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă. Кайран Мари Элта Вăрманпа усă куракансен пĕрлĕхĕн директорĕнче тăрăшнă. 2021 çулхи майăн 21-чен пуçласа республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.
Ноябрь 2024 |