Шкул çĕкленет - ял савăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.09.2021, 13:55 Просмотров: 352

 "Булат" тулли мар яваплă пĕрлешỹ (ертỹçи - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Ринат Абдулвалеев) малтан палăртнă пекех хăйĕн сăмахне çирĕп тытрĕ: çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă çĕре Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул çумĕнчи 120 ача вырнаçмалăх хушма здание туса пĕтерчĕ. Объекта икĕ çул хушшинче "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çĕкленĕ. Çак ятпа кунта йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, "Чăвашгосснаб" тулли мар яваплă пĕрлешỹ директорĕ Валерий Антонов, район тата ял тăрăхĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕн Общество канашĕн членĕсем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Çавăн пекех пуçтарăннисене шкул ачисем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

- Пирĕн савăнăçа - вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕн, ачасен - сăмах та çитмĕ каласа кăтартма. Эпир çакна тахçантанпах кĕтнĕ. Шăнкăртам чăннипех те аталанать. Кăçал пĕрремĕш класа 40 ача çỹрет. Çакăн пек парне кỹнĕшĕн республика, район ертỹçисене тав тăватпăр, - терĕ Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул директорĕ Гельсирень Абейдуллова чунри савăнăçне пытараймасăр.

Хушма зданин пĕлтерĕшĕ пысăккине район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата ыттисем те палăртса хăварчĕç хăйсен сăмахĕнче. Шкул çуртне те кăçал тĕпрен юсама тытăннă. Кунти ĕçсене ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Çапла вара çĕнелсе капăрланнă шкулта ачасене пĕр сменăпах вĕрентĕç малашне.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика