Ял халăхĕ сумлани - чи пысăк чыс

Категория: Публикации Опубликовано: 07.09.2021, 09:34 Просмотров: 308

 Сител аталантăр, хитрелентĕр тесе вырăнта пурăнакансем кăна мар, çак ялта çуралса республикăн, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнисем те тăрăшаççĕ. Пĕрле туслă, килĕштерсе ĕçленĕрен кăтартăвĕсем те куç умĕнчех. Яла пырса кĕнĕ çĕрте вырнаçтарнă стела халь килен-каяна ыр сунса кĕтсе илет, кăмăлпа ăсатса ярать. Çамрăк мăшăрсем туй кунĕнче кунта асăнмалăх сăн ỹкерĕнеççĕ.

Халăх масар çинчи çурта та тирпейлерĕ тата ытти те. Çак пысăк ĕçсене, паллах, пĕрне те укçа-тенкĕсĕр пурнăçлаймастăн. Ыр кăмăллăхпа палăрса тăраканнисенчен пĕри - Вячеслав Камышев. Вăл "ура çинче çирĕп тăракан строитель-предприниматель. Çак кунсенче Вячеслав Евтропиевич тата тепĕр хисепе тивĕçнĕ. Ял çыннисем унăн ĕçне пысăка хурса хакланăран ăна "Сител ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ятпа чысланă.

- Манăн тĕрлĕ шайри награда нумай, анчах ку хисеп - чи хакли", - тенĕ В. Камышев халăха тав тунă май.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика