Ирсерен вĕренекенсем шкула васкаççĕ, вĕсем хушшинче çул-йĕр правилине пăсакансем те çителĕклех. Иккĕн-виççĕн пынă вăхăтра пĕр-пĕрне чышса яма та, транспорт килнĕ вăхăтра ун умĕнчен чупса каçма та пултараççĕ. Çакна шута илсе шкулта, килте çул çỹремелли йĕркесене тепĕр хут аса илтерсен те аван. Ачасен портфелĕ, тумтирĕ çине çутта хирĕç çутатакан хатĕрсем çĕлесе е çыхса хумалла.
Инкекрен сыхланма çăмăлтарах, çавна май водительсен тимлĕхе ытларах ỹстермелле, ачасен вара çул-йĕр правилисене пăхăнса çỹремелле, çул хĕрринче вылямалла мар.
Ноябрь 2024 |