Пушă çуртсен чỹречисем кама чăрмантараççĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 14.09.2021, 13:42 Просмотров: 237

ÇĔНĔ Ахпỹртрен редакцие пĕр хĕрарăм шăнкăравларĕ. Вăл ялти пушă çуртсен, автобус чарăнăвне хирĕç вырнаçнă "Надежда" лавккан чỹречисене çапа-çапа çĕмĕрнине пăшăрханса каларĕ. "Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши никам та пурăнман пỹртсем? Ытти ялсенче те çапла хăтланаççĕ-ши? Эрех-сăрине ĕçеççĕ те кĕленчисене çынсем пурăнакан çĕре ывăтса хăварма та именмеççĕ тата", - терĕ калаçнă май.

Хаçат вулакан хускатакан тема чăннипех те чуна ыраттарать. Çĕнĕ Ахпỹртри пушă çуртсен чỹречисене урăх ялтан килсе çĕмĕрменни паллă. Каçсерен урама тухакан кашни ачана йĕрлесе çỹрейместĕн, анчах килте ашшĕ-амăшĕн, çавăн пекех шкулта та учительсен ют пурлăха упрасси, тирпей-илем, аслă çултисене кỹрентермелле марри пирки калаçусем ирттерсен аван. Малалла та кун пек пулсан инкек курасси те инçе мар. Яш-кĕрĕм хуçасăр объектра пухăнса ларса пируспа иртĕнме, урнă вăкăр "сĕтне" тутанса пăхма, усал ĕç тума пултарать. Пушар алхасма пуçласан ытти çуртсене вут хыпса илес хăрушлăх та пысăк. Ачисем хамăрăн та ăсĕсем хăйсен, тетпĕр ялан, анчах каланипе каламанни те пĕр мар. Çакна шута илесчĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика