"Авангард" хаçатăн августăн 27-мĕшĕнчи 58-мĕш номерте А. Егорова журналистăн "Тунă хăтлăха упрамалла, çĕнĕ объекта тирпейлĕ тытмалла" ятпа материал пичетленнĕччĕ.
Унта автор Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 2019-2021 çулсенче "Пуçару бюджечĕпе обществăлла инфратытăма аталантармалли", "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене аталантармалли тата хăтлăх кỹмелли, ялти урамсене, нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене, çуртсемпе социаллă объектсене çыхăнтаракан утма çулсене тирпейлемелли", "Патăрьел район территорийĕнче хула хăтлăхне кĕртмелли" проектсемпе, программăсемпе килĕшỹллĕн тунă спорт, ача-пăча лапамĕсем, кану вырăнĕсене ятарлă комисси çитсе тĕрĕслени, вĕсем мĕнлерех лару-тăрура пулни пирки тĕплĕн çырса панăччĕ. Палăртнă çитменлĕхсене вырăнсенче сентябрĕн 6-мĕшĕччен пĕтерме каланă. Ыйтăва еплерех татса пани пирки массăллă информаци хатĕрĕ урлă паллаштарасси пирки те пĕлтернĕччĕ. Асăрхаттарусене нумайăшĕ пурнăçланă. Акă, Пикшик ял тăрăхĕнчи Тикеш, Еншик, Именкасси ялĕсенче спорт тренажерĕсене вырнаçтарнă. Чăваш Ишекĕнче ача-пăча лапамĕнчи çĕмĕрĕлнĕ хатĕрсене юсанă, Ыхра Çырминчи сывлăха çирĕплетмелли территорие çум курăкран тасатнă.
Комисси членĕсем пынă чухне Сăкăтра тăпраса çирĕплетнĕ тĕрев сиенленнĕ пулнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Чернов ку пăтăрмаха пĕтерме подрядчик патне çырупа тухнине пĕлтернĕ.
Кзыл Чишмари ача-пăча лапамĕнчи çĕмĕрĕлнĕ ярăнмалли хатĕрсене юсанăран хальхи вăхăтра пепкесем пĕр хăрамасăрах выляма пултараççĕ. Туçа ял тăрăхне кĕрекен Козловка, Кивĕ Ахпỹрт, Кĕçĕн Шăнкăртам ялĕсенче те палăртнă асăрхаттарусене пĕтерсе çум курăка çулнă, çỹп-çапа пухнă. Вăтаелĕнче ачасене вылямалли ятарлă вырăн клуб умĕнче тума йышăннă, анчах унта паян строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çавна май ăна вырнаçтарассипе кăшт тăхтама тивет.
Статьяра пĕчĕккисене валли выляма ача-пăча лапамĕсенче хăйăр çукки пирки те палăртса хăварнăччĕ. Тăрăн ял тăрăхне кĕрекен Треньелĕнче ку ыйтăва татнă: шăпăрлансем чун киленичченех халь кỹлепесем тума та пултараççĕ. Патăрьел, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчи ача-пăча тата спорт лапамĕсенчи резина сийĕ сиенленнĕ, ăпăр-тапăр выртнă...Çитменлĕх- сене кĕске вăхăтрах пĕтернĕ.
Тĕрĕслев комиссийĕн асăрхаттарăвĕсене пурте тивĕçлĕ йышăну туса пурнăçланă.
Ялсем илемленсе, пурнăç хăтлăланса пыни куç умĕнче, анчах эпир хамăр, темшĕн, пуррине упрама пĕлместпĕр. Хăшĕсем тата çак вырăнта эрех-сăра ĕçме те именмеççĕ. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх кăкаракансем те тĕл пулаççĕ. Кун пек ăçтан тирпей пултăр ĕнтĕ? Пĕрлехи вăйпа тунă япаласене пурин те упрама, таса тытма тăрăшмалла.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |