КĔРХИ кун çанталăка шанмалли çук: кăнтăрлаччен уяр пулсан кайран ним те мар юрпа хутăш çумăр çума та пултарать. Сивĕ вăхăтра килте е ĕç вырăнĕн- че ăшăтмалли хатĕрпе усă куракансен йышĕ те ỹсет. Районти пушар хуралĕнче ĕçлекенсем тимлĕхе ытларах ỹстермеллине, вĕсене никамсăр тăратса хăварма юраманнине аса илтереççĕ.
Кăмака хутакансен те хĕле кĕриччен ăшăтакан системăна тĕрĕслемелле, мăрьесене те пăхса илме манмалла мар. Сыхланакана Турă та сыхлать, çакна асра тытмалла. Хамăр асăрханусăрлăха пула ĕмĕр пухнă пурлăха пушарта кĕллентерес марччĕ.
Ноябрь 2024 |