АЛМАНЧĂНА пырса кĕнĕ çĕрте çăлкуç тапса тăрать. Нумай пулмасть ун йĕри-тавра тасатса тирпейлерĕç, каçса çỹреме лайăх пултăр тесе кĕпер турĕç. Çак кунсенче вара Раççее православи тĕнне йышăнтарассишĕн тăрăшнă Владимир кнеç ячĕпе хисепленекен çăлкуçа Улатăр епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Туçари çветуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Тăрăнти Николай çветтуй ячĕллĕ храм настоятелĕ Серафим Ляльков игумен, Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ кĕлĕ çурчĕн настоятелĕ Александр Синяков иерей сăвапланă. Мероприятие Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов, ял халăхĕпе хăнасем те хутшăннă. Çывăх вăхăтра кунта купель тума та палăртаççĕ. Малашне инçете каймасăрах сăваплă шывра чỹхенсе тухма май пулать.
Ноябрь 2024 |