Америка вĕрени ан кăтарттăр нуша

Категория: Публикации Опубликовано: 28.09.2021, 15:57 Просмотров: 151

ЙЫВĂÇСЕМ сывлăша кислородпа пуянлатма пулăшаççĕ, тетпĕр. Вĕсем садра е вăрманта ỹсни савăнтарать, анчах юлашки çулсенче Америка вĕрени кашни утăмрах çитĕнме пуçларĕ. Ял çыннисемшĕн вăл чăн-чăн тăшман пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар. Вăхăтра курса ĕлкĕреймесен пахчара та, çурт умĕнче те ашкăрса кайма пултарать. Кунпа мар, сехетпе çитĕнет тейĕн ăна. Çул айккипе вара вĕсене тĕкĕнекен çукран ашкăрса кăна пыраççĕ. Хăть хăш яла кайма тухсан та çак ỹкерчĕкех курма пулать.

Патăрьелĕнчи Канаш урамĕнчен "Калинино- Патăрьел - Елчĕк" çулĕ çине тухнă чухне Кепе юхан шыв хĕррипе ỹсекен вĕренесем çуллахи вăхăтра вара водительсемшĕн чăн-чăн чăрмав кăларса тăратаççĕ: транспорт килни курăнмасть. Шăпах вĕсем çул-йĕр инкекĕн сăлтавĕ пулма та пултараççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика