Прозаик, поэт, публицист, Раççей Писателĕсен членĕ (1992), Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1998), Санкт-Петербургри Петровски ăслăлăхпа ỹнер академийĕн чăн членĕ (2001), Раççей Журналисчĕсен членĕ (1977), философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (2007), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомолĕн лауреачĕ, Неджип Фазыл ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен поэзийĕн лауреачĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ (2001) Юлия Александровна Силэм (02.10.1951) 70 çул каялла Çĕнĕ Ахпỹртре çуралнă.
Ю. Силэм вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн пĕлĕвне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тăснă. 1974-1983 çулсенче корреспондент пулса «Пионер сасси» хаçатра, 1983-2004 çулсенче «Ялав» журналăн проза пайĕн редакторĕнче ĕçленĕ. Професси шайĕнче ĕçлекен писательсен правленийĕн членĕ пулма суйланнă (2000-2005), Раççей Писателĕсен ХII съезчĕн делегачĕ.
Юлия Александровна халăх хушшинче ытларах проза ăсти, публицист пек паллă. Унăн «Чип-чип» пĕрремĕш калавĕ 1968 çулта пичетленнĕ. Патăрьел районĕн «Авангард» хаçачĕсĕр пуçне ентешĕмĕрĕн материалĕсем республикăри «Хыпар» хаçатра, «Тăван Атăл», «Хатĕр пул», «Тетте», «Самант», «Лик Чувашии» журналсенче, Раççейри «Невский альманах», «Литературная Россия» изданисенче пичетленнĕ. Ентешĕмĕрĕн литературăпа художество произведенийĕсене вырăс, тутар, пушкăрт, удмурт тата мари чĕлхисене куçарнă.
Юлия Силэм çак кĕнекесен авторĕ: «Кăвак сурăх» («Синий барашек»), «Пылпа çăкăр» («Хлеб с медом»), «Çылăхлă хĕрарăм» («Грешница»), «Хĕрĕхри хĕр» («Старая дева»), «Юр çинчи кăвайт» («Костер на снегу»), «Академик Василий Николаев. Страницы жизни», «Тумлам-Капелька», «Улмуççи-Яблонька», «Чун уçăлнă самант» («Минута откровения»), «Богиня Веста», монографи «Идея судьбы: социально-философский анализ» тата ыттисем те.
Пултаруллă ентешĕмĕр Раççей Писателĕсен союзĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
(«Çулталăк кĕнекинчен»).
Ноябрь 2024 |