Çул-йĕр çинче çỹрекен транспорт шучĕ кунсерен ỹсет. Асăрханманлăха е тимсĕрлĕхе пула ача-пăча инкеке лекесси те пĕрре мар тĕл пулать. Çакă вăл çитĕнекен ăру çул-йĕр правилине пĕлменнипе те çыхăннă. Мĕне пĕлтерет-ха çул хĕрринчи кашни паллă? Çавсене вĕрентес, аса илтерес тĕллевпе Патăрьелĕнчи «Солнышко» ача садне çỹрекен аслă ушкăнрисемпе «Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ» ятпа калаçу йĕркелерĕмĕр. Унта ачасемпе светофор мĕншĕн лартнине, хăш тĕспе çул урлă каçма юранине аса илтĕмĕр
. «Çул-йĕр паллисем», «Автомашина тата çуран çỹрекен» вăйăсем вылярăмăр.
ГИБДД инспекторĕсемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Ачасене светофор патĕнче тепĕр хут ăнлантарни асра юлма пулăшатех пулĕ терĕмĕр. Урам тата çул-йĕр йăнăш тунине каçарманнине каласа патăмăр. Кĕрхи кунсем кĕскелсе пынăран çутатакан хатĕрсем çакса çỹремеллине аса илтертĕмĕр. Çакăн пирки ашшĕ-амăшĕпе те калаçу пуçарнăччĕ
. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн эрни ачасене килĕшрĕ. Унта вĕсем кашни ыйту çине хурав илме пултарчĕç
. Л. МИРОНОВА, воспитатель.
Ноябрь 2024 |