Тăван ен историйĕ пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2021, 12:24 Просмотров: 396

Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕ тематика мероприятийĕ ирттереççĕ. Ку хутĕнче вĕсем илĕртỹллĕ çул çỹреве тухрĕç. Тăван районăн литература сукмакĕпе Патăрьел - Хирти Пикшик - Первомайски - Çĕньял - Сăкăт - Кивĕ Ахпỹрт - Çĕнĕ Ахпỹрт - Кивĕ Катек ялĕсене çитрĕç.

 Туризм куллен аталанать паянхи кун. Вулавăш ĕçченĕсен тăван ен историне пĕлмеллех. Мĕн курни-илтнине вĕсен çитĕнекен ăрăва каласа памалла. Библиотекăна çỹрекенсемпе хăйсен шухăш-кăмăлне пайлама тăрăшмалла. Района килен-каян хăнасене илĕртỹллĕ вырăнсен историне аса илтерни те кăмăллă.

Патăрьел ялĕнче çула тухнисем Алексей Талвирпа Фетхи Бурнаш палăкĕсен умне чечексем хучĕç. Çĕньял ялĕнче Геннадий Айхи музейĕнче пулчĕç. Первомайски ял тăрăхĕнче Митта Ваçлей тăванĕсемпе тата вырăнти халăхпа курнăçрĕç. Сăкăтра Юхма Мишшин пултарулăхне тĕпе хурса чăваш халăхĕн аваллăхне тишкерчĕç. Кивĕ Ахпỹрт ял библиотекинче Марина Карягина пултарулăхне сăнлакан презентаци хатĕрленĕ. Çĕнĕ Ахпỹртри вулавăшра "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" республика конкурсĕнче палăрнă Николай Еллин пултарулăхĕпе паллашрĕç. Кивĕ Катек çул çỹреве тухнисене Валерий Раштав поэтăн юрра хывнă пултарулăхĕпе кăсăклантарчĕ.

 Çỹлерех асăннă çул-йĕрпе библиотека ĕçченĕсемпе культура тата музей ĕçĕнче вăй хуракансем те "утса" тухрĕç. Тăван енĕн литератури мĕн тери пуян пулнине уççăнах çирĕплетрĕç. В.И.Давыдов-Анатри, Н.А.Исмуков, Е.Н.Лисина, Ю.А.Силем, Л.Н.Сачкова тата ыттисен пурнăç çулне пĕлни, аса илни мĕне тăрать. Чăн-чăн çул çỹревçĕ пекех туйрĕ кашнийĕ хăйне. Мĕн тери илĕртỹллĕ иккен тăван ен. Эпир пĕлменни мĕн чухлĕ тата. Интересленмелле те тĕпчемелле пирĕн.

А.ИВАНОВА.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика