Шăхачри культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх "Тухăç-2021" курав йĕркелерĕмĕр. Л.Аврелькина, И.Иванова, И.Моисеева, Г.Игнатьева тата ыттисем хаваспах хăйсен пахчинче çитĕннĕ пахча-çимĕçе, улма-çырлана, илĕртỹллĕ чечек çыххисене илсе килнĕ.
Людмила Аврелькина панулмирен тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те ỹркенмен. Курава аслисемпе пĕрлех ачасем те хутшăнчĕç. Çитĕнекен ăру пахча çимĕçрен тĕрлĕ кĕлетке ăсталанă. Куракансем савăнсах вĕсемпе паллашрĕç. Пĕр-пĕр-не пухса кĕртнĕ çимĕçрен хĕл валли салатсем хатĕрлемелли рецептсемпе те паллаштарчĕç.
Кĕр тухăçĕ тĕлĕнмелле те пулчĕ кăçал. Çимĕçĕ те тутлă. Вĕсене "Кĕр тухăçĕ", "Чечек тĕнчи", "Çавăн пек çуралнă", "Алăпа тунă ĕç" номинацисемпе пахаларĕç. Палăрнисене грамотăсемпе, парнесемпе хавхалантартăмăр.
С . УБАСЬКИНА, библиотека заведующийĕ
Ноябрь 2024 |