РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна районта 45 пушара (иртнĕ çул 50 пулнă) шута илнĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: кăçал вут тĕртнĕ тата типĕ курăка хыпса илнĕ сăлтавпа виçшер пушар пулнă. Çак кунсенче çеç вара Именкассинчи пушă çуртра каçхине пушар тухнă. Кун пирки служба специалисчĕсем çапла хыпарларĕç: çутă пулман, хутăнман çурта ỹсĕр арçын кĕрсе выртнă, чикарккă тĕпĕ пăрахса хăварнă.
Аслă Чементи пĕр хуçалăхра сасартăк хуралтăна вут хыпса илнин сăлтавĕ - урамра кăмакапа (печка-прачка) усă курнă чухне асăрханманни, ăна йывăç хуралтă çумнех вырнаçтарни.
Ноябрь 2024 |