Ял хĕрарăмĕ - вăй, илем, малашлăх...

Категория: Публикации Опубликовано: 19.10.2021, 14:20 Просмотров: 227

ПĔТĔМ тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунĕ ячĕпе районти централизациленĕ библиотека системинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хисеплĕ хĕрарăмсемпе, ĕç паттăрĕсемпе тĕл пулу иртрĕ. Çавра сĕтел тавра пуçтарăннисене район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕн пай пуçлăхĕ Наталия Никитина, районти централизациленĕ библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинникова, республикăри Пенсионерсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Полина Логунова саламларĕç, пурне те ырми-канми ĕçшĕн, район пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав турĕç. Ял хĕрарăмĕ паян районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче те пысăк вăй пулса тăрать. Вăл - çемье илемĕ, унра - пысăк малашлăх. Çĕр çинчи чи хисеплĕ çынсене сума суса Валерий Салмин ĕç тата спорт ветеранĕ юрăпа саламларĕ, пурне те сывлăх сунчĕ.

Çак ятпа районти культура çурчĕсемпе вулавăшсенче те апат-çимĕç, алă ăстисен куравĕсем иртнĕ, хĕрарăмсен ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика