Асăрхануллă, тимлĕ пул! 2021 çулхи тăхăр уйăхра РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕнче мĕн пурĕ (Шăмăршă районĕпе пĕрле) 27 аварие шута илнĕ. Вăл шутра Патăрьел районĕн территорийĕнчи çул çинче çакнашкал 21 тĕслĕх пулнă. Вĕсенче виçĕ çын вилнĕ (иртнĕ çулхинчен 72 процент чакнă), 24-шĕ аманнă (42 процент сахалтарах). Пĕтĕмĕшле илсен инкексен шучĕ чакнă. Анчах та çакă çул-йĕр инспекторĕсен ĕçри яваплăхне, профилактика ĕçне хавшатма май паракан сăлтав пулмалла мар.
Çын сывлăхĕпе, пысăк тăкакпа çыхăннă аварисем тĕрлĕрен сăлтавпа пулнă. Руль умне ỹсĕр ларнă водительсене пула 6 аварие шута илнĕ. Вĕсенче икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, тăваттăшĕ аманнă. Çавăн пекех водительсем çуран пыракан çине автомашинăпа пырса кĕнĕ, утса пыракансем çул-йĕр правилине пăснă, ачасем хутшăннипе 4-шар авари пулнă. Çак пăтăрмахсенче те тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 8-шĕ суранланнă.
Кăçалхи виçĕ кварталта çул-йĕр инспекторĕсем йĕркене пăснă, саккуна пăхăнман 2337 тĕслĕх пирки протокол çырнă, вĕсене административлă майпа айăпланă. Вăл шутра водительсем ỹсĕрле çула тухнăшăн 96, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманшăн 469, пысăк хăвăртлăхпа пынăшăн 70, хирĕç килекенĕн çулĕ çине тухса кайнăшăн 30, çуран пыракансем çул-йĕр правилине пăхăнманшăн 33 административлă материал.
Çакна та палăртса хăвармалла. Юлашки вăхăтра техникăпа çỹреме ирĕк паракан удостоверенисĕрех автомашинăпа çỹрекенсем йышлă. Уйрăмах çул çитмен ачасем çапла теветкеленеççĕ. Акă, октябрĕн 1-11-мĕшĕсенче çеç çул-йĕр инспекторĕсем çак сăлтавпа тăватă административлă материал хатĕрленĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ шăпах çул çитмен ачасем.
Нумай пулмасть çеç пирĕн çул-йĕрпе патруль службин сотрудникюсем "Ỹсĕр водитель" операци вăхăтĕнче Ыхра Çырмипе Чăваш Ишек ялĕсем хушшинче вăтăр çулхи водительпе (Ыхра Çырминчен) унăн пассажирне (Тутар Республикинчен) чарнă. Çакскерсен хыçалти ларкăч айĕнче авăрланă пăшал вырнă, багажникре - персе тытнă мулкач. Вĕсен ĕçне малалла тĕпчеме район полицине панă.
Октябрь уйăхĕнчех районти ГИБДД сотрудникĕсем Çĕньялта çăмăл автомашинăпа пыракан ỹсĕр водителе тытса чарнă. Турханта пурăнакан вăтăрти арçын маларах та суд сакки çине ларнă. Унсăр пуçне çула тухма ирĕк паракан удостоверени пулманнине пăхмасăрах хĕрĕнкĕ пуçпа çула тухнă. Юрать-ха, ỹсĕрскер теприсене инкек кăтартман.
Хальхи вăхăтра пирĕн районти çул çинче куçăм питĕ вăйлă. Автомашинăсен шучĕ çулсеренех ỹссе пыни, паллах, халăх начар мар пурăннине кăтартать темелле. Анчах çакăнпа пĕрлех çул çинче пысăк хăрушлăх та кăларса тăратать. Çавăнпа та водительсен те, çуран çỹрекенсен те, вăл шутра шкул ачисен те çул çинче питĕ асăрхануллă пулмалла, çул-йĕр правилине çирĕп пăхăнмалла.
А. МАЛЬЦЕВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ
Ноябрь 2024 |