ЧĂВАШ Республикинчи шалти ĕçсен министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх коронавирусран вакцинацие тунине ĕнентерекен суя сертификат тăвакансене те, вĕсене туянса усă куракансене те РФ УКăн 327 статйипе ("Подделка, изготовление или оборот поддельных документов, государственных наград, штампов, печатей или бланков") айăплаççĕ.
Суя сертификат тăвакансене тата вĕсене сутакансене икĕ çуллăха, вĕсене туянакансене тата документа упракансене çулталăклăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Унсăр пуçне прививка тумасăр сертификат илекенсем мошенниксен мăшкăлĕ те пулма пултараççĕ: укçине тỹлеççĕ, документне вара илеймессе те пултараççĕ.
Республикăри шалти ĕçсен министерстви граждансене ку тĕлĕшпе тимлĕ пулма, сертификат сутакансене пĕлсен 02 (мобильлĕ телефонтан 102) телефонпа шăнкăравлама ыйтать.
Ноябрь 2024 |