Чăваш Республикинчи транспорт тата çул-йĕр министерстви йĕркеленипе районта "Чăваш Респубикинчи регион тата район пĕлтерĕшлĕ автоçулсене пăхса тăрасси" темăпа канашлу иртнĕ. Унта районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем тата строительство ыйтăвĕпе ĕçлекен пай начальникĕсем, çул-йĕре пăхса тăракан организацисен представителĕсем хутшăннă. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова тата Чăваш Республикинчи транспорт тата çул-йĕр министерствин "Чăваш Республикинчи автоçулсен управленийĕ" учрежденийĕн директорĕн çумĕ Станислав Любимов ертсе пынă.
Семинарăн тĕп тĕллевĕ - çул хĕррисене тытса тăмаллипе тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси пулнă. Канашлăвăн пĕрремĕш пайĕнче "Калинино - Патăрьел - Елчĕк" тата "Патăрьел - Сăкăт" автоçула пăхса тăрассипе пурнăçланă ĕçсене кайса курнă. Çавăн пекех автоçулсене тытса тăрас, санкцилемен пăрăнчăксене ликвидацилес ыйтусене пăхса тухнă, çул айккинче ỹсекен курăка çулмалли техника пирки сỹтсе явнă, норматив докуменчĕсем пирки те сăмах пуçарнă.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |