Çырава хутшăнар, çав вăхăтрах хăрушсăрлăх йĕркине те пăхăнар!

Категория: Публикации Опубликовано: 26.10.2021, 10:09 Просмотров: 183

Николай ТИНЮКОВ, Патăрьел районĕн пуçлăхĕ:

- Октябрĕн15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Вăл ноябрĕн 14-мĕшĕччен тăсăлĕ. Яваплă пулăм пирĕн районта та вăй илсе пырать. Ытти çулхисемпе танлаштарсан халĕ çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Граждансен çырава виçĕ майпа хутшăнма май пур: чăн малтанах ыйтусене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă хуравлама пулать, ятарлă участока çитме е çырса илекен çыруçă киле килессе кĕтмелле. Патăрьел районĕнче çырава хутшăнакансем виçĕ мелпе те усă кураççĕ. Камшăн хăшĕ меллĕ темелле.

Çапах та хальхи вăхăтра ковида хирĕçле мерăсене уйрăмах вăйлатнă тапхăрта чăн малтанах çыравра хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасси те тĕп тĕллев пулмалла. Çыруçăсен те, çыртаракансен те маскăпа пулмалла, дистанцие пăхăнса калаçмалла. Çырава хутшăнакан граждансем вакцинациленмен пулсан хăрушлăх тата пысăкрах. Çавăнпа та онлайн мелĕпе - Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă - ыйтусене хуравлани районта коронавирус чирĕ малалла сарăласран та сирет. Хальхи вăхăтра чирлекенсем çеç мар, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлакансен йышĕ ỹссе пыни те çырав вăхăтĕнче мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнса çак меслетпе ытларах ĕçлеме хистет.

Çырава хутшăнни - хамăрăн малашлăха суйлани. Унăн тĕп тĕллевĕ - халăх йышне, вĕсен пурнăç шайне, мĕнле чĕлхепе калаçнине, вăл е ку наци çыннин шутне палăртасси, статистика информацине хатĕрлесси. Яваплă пулăм пирĕн малашнехи пурнăçа мĕнле йĕркелессипе çыхăннă. Çавăнпа та Патăрьелсем çак ĕçре те хастарлăх кăтартасса шанатăп.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика