Октябрĕн 21-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ЧР Правительство комиссийĕ республикăри агропромышленность комплексĕн, апат-çимĕç рынокĕн хальхи вăхăтри лару-тăрăвĕнчи улшăнусене мониторинг тата çийĕнчех тивĕçлĕ йышăну тăвас ыйтусемпе йĕркеленĕ ларăва хутшăннă. Унта районта 2021-2025 çулсенче ял хуçалăх продукцине туса илессине ỹс- тересси тата ял хуçалăхне аталантарасси пирки те калаçу пулнă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче палăртнă тĕллеве пурнăçлама ял хуçалăх организацийĕсенче тата фермер хуçалăхĕсенче выльăхсен йышне пысăклатмалла, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Çавăн пекех производство объекчĕсене хута яма инвестици проекчĕсене реализацилемелле. Тавар туса илесси ỹснĕ май ĕçлекенсен йышне нумайлатма, шалăва ỹстерме палăртаççĕ.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |