Халăхпа вĕрсен хапха та уçăлать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.10.2021, 10:15 Просмотров: 220

 Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова Алманчă, Çĕнĕ Ахпỹрт тата Тăрăн ял тăрăхĕсенчи строительство объекчĕсемпе паллашнă.

 Алманчăра Владимир княç ячĕллĕ купель, Çĕнĕ Ахпỹртре масар çинче часовня тума пикеннĕ. Халăх вăйĕпе ырă ĕçсене пуçăнни ниме йăли-йĕркине упрама та, çамрăксене тĕрĕс воспитани пама та пулăшнине палăртнă, вăй хуракансене ырă пуçарушăн тав тунă С.Чернова.

Пуçару бюджечĕн программипе районта çулленех çăвасене хăтлăх кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Кăçал çак программăпа 10 млн тенкĕ ытлалăх 15 проекта реализацилемелле, вăл шутран ултă масар территорине тирпейлемелле. Çĕнĕ Ахпỹртре халь шăпах вилнĕ тăванĕсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнта ял çыннисем ĕçлеççĕ: 0,5 млн тенкĕпе территорие карта тытмалла, часовня хăпартма та халăх хăй сăмах пуçарнă.

Çак кунах Светлана Чернова Çĕнĕ Ахпỹртри "Çеçпĕл" ача садĕнче тата Треньелĕнчи А. Краснов ячĕллĕ ача садне çитнĕ. Иккĕшĕнче те çĕнĕ ертỹçĕсем - Сергей Кальметов тата Гелюся Сайдашева - ĕçе пуçăннă. Светлана Алексеевна ертỹçĕсен малашлăхри тĕллевĕсемпе кăсăкланнă, çитĕнỹсем суннă.

Районти террора хирĕçле кĕрешекен комисси кăларнă йышăнупа килĕшỹллĕн октябрь уйăхĕнче вĕренỹ заведенийĕсенче шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕсем, Росгварди представителĕсем хутшăннипе террора хирĕçле тренировка занятийĕсем ирттерме палăртнă. Шăпах Тăрăн тата Ыхра Çырми ял тăрăхĕсенче вĕрентỹ пулнă май С. Чернова мероприяти Треньелĕнчи ача садĕнче еплерех иртнине ыйтса пĕлнĕ, террористсенчен хỹтĕленессипе тăвакан ĕçсем паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлине каланă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика